Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ».
Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн.