12 «Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех.
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Ҫапла вара, пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.
Камӑн ӗҫӗ вут витӗр тухайӗ, ҫав сӑвапа тивӗҫ пулӗ.
Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.
Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!»
Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.
Вара эпӗ вилнисем, аслисемпе кӗҫӗннисем те, Турӑ умӗнче тӑнине куртӑм. Ҫавӑнтах уҫса хунӑ кӗнекесем пурччӗ. Пурӑнӑҫ кӗнеки те уҫӑччӗ. Вара вилнисене кӗнекесенче ҫырнине кура, кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫне кура, суд турӗҫ.
Ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе Пӗлтерекен калать: «Ӗнтӗ часах пырӑп!» Аминь. Килсемччӗ, Иисус Хуҫамӑр!
«Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫак кӗнекери пророкла сӑмахсене тытса пурӑнакан телейлӗ!»
Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Ҫӗнтерекенӗн пуҫ кӑшӑлне хывса ан илччӗр тесен, эсӗ мӗн пуррине ҫирӗп тытса пыр.