«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.
Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!»
Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.
Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».