Унтан ҫичӗ куркаллӑ ҫичӗ ангелтан пӗри ман патӑма пычӗ те ҫапла каларӗ: «Курсам, эпӗ сана нумай юхан шыв ҫинче ларакан аскӑнран та аскӑн хӗрарӑма епле суд тунине кӑтартӑп».
Вара эпӗ, Иоанн, сӑваплӑ хулана – ҫӗнӗ Иерусалима – куртӑм. Вӑл ҫӳлтен, Турӑ патӗнчен анатчӗ. Хӑйне, ҫураҫнӑ хӗре пулас упӑшки валли тирпейлесе тумлантарнӑ пек, хатӗрленӗ.
«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.