3 Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ».
«Эпӗ вара сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те тытса тӑракан Хуҫамӑр».
Атте Туррӑмӑр тата Иисус Христос Хуҫамӑр пирӗн ҫул-йӗре сирӗн пата ҫавӑртӑрах.
Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
Вӑл чӑн-чӑн кӗлӗ чатӑрӗн Тасаран таса вырӑнӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать; ҫав чатӑра этем мар, Хуҫа Турӑ Хӑй лартнӑ.
Ҫичӗ аслати сасӑ парсассӑн эпӗ ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине ҫырса ан хур, никама та ан пӗлтер», – тени илтӗнчӗ.
Вара маларах мана тӳперен илтӗннӗ сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ: «Кай та хӑрах урипе тинӗс ҫинче, хӑраххипе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчи уҫӑ ҫыру тӗркемне ил», – терӗ.
Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ.
Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.
Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.
Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ.