18 Хӳмине ясписран купаланӑ, хулине вара – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.
Ҫак хулан Турӑ мухтавӗ пур. Вӑл хаклӑ йышши чул пек, витӗр таса пӑр евӗрлӗ яспис пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ.
Хӳме никӗсӗсене тӗрлӗ хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ. Пӗрремӗш никӗсӗ – яспис, иккӗмӗшӗ – сапфир, виҫҫӗмӗшӗ – халкидон, тӑваттӑмӗшӗ – смарагд,
Вун икӗ хапхи – вун икӗ ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑ. Хула урамӗ – витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран.
Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ.