12 Хули тавра вун икӗ хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме. Хапхасем ҫинче – вун икӗ ангел, кашни хапхи ҫинех Израилӗн вун икӗ йӑхӗн ятне ҫырнӑ.
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Кӗлмӗҫ вилнӗ те, ангелсем ӑна Авраам патне пӗлӗт ҫине илсе кайнӑ. Пуян ҫын та вилнӗ, ӑна пытарнӑ.
Пирӗн вун икӗ йӑхӑмӑр та, Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса шанса, кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн тӑрӑшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана ҫав шанчӑкшӑн айӑплаҫҫӗ те ӗнтӗ.
Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?
Виҫӗ хапхи – хӗвел тухӑҫ енне, виҫӗ хапхи – ҫурҫӗр енне, виҫӗ хапхи – кӑнтӑр енне, тепӗр виҫӗ хапхи хӗвел анӑҫ енне тухать.
Манпа калаҫакан ангелӑн хулапа хапхисене, хӳмине виҫмешкӗн ылтӑн туя пурччӗ.
Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.