Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 20:8 - Синодальный НЗ

8 Акӑ вӗсем, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх тухса, сӑваплисем тӑракан вырӑна, Турӑ юратакан хулана, ҫавӑрса илчӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 20:8
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр этемрен йышлӑ ӑру пулса кайнӑ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчисем пек, Авраам тӑхӑмне ӗнтӗ шутласа та кӑлараяс ҫук.


Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.


Кусем – тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан усал сывлӑшсем. Пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫак аслӑ кунӗнче патшасене вӑрҫа пухас тесе, усал сывлӑшсем пӗтӗм тӗнчери ҫӗр-шывсен патшисем патне тухаҫҫӗ.


Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.


Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.


Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӑватӑ ангела куртӑм. Вӗсем, ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ҫиле чарса тӑраҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ