Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 20:4 - Синодальный НЗ

4 Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 20:4
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.


Ҫавӑн чухне чылайӑшӗ Мана ӗненме пӑрахӗҫ, пӗр-пӗрне сутӗҫ, пӗр-пӗрне курайми пулӗҫ.


Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ.


Вара патша ҫав самантрах, Иоанн пуҫне илсе килме хушса, пӗр салтакне тӗрмене янӑ.


«Мӗншӗн-ха саккун вӗрентӳҫисем Христосран маларах Илия килмелле теҫҫӗ?» – ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем.


Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ».


Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».


Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр.


Вӗсем Турӑран пӑрӑнни пӗтӗм тӗнчене Турӑпа ҫураҫтарчӗ пулсан, вӗсем Турӑ патне тавӑрӑнсан мӗн пулӗ? Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑниех пулать.


Енчен те эпир Турӑ ачисем пулсассӑн, эппин Христос пекех Туррӑн еткерне илме тивӗҫлисем пулатпӑр. Унӑн мухтавне те пӗрлех пайламашкӑн вара пирӗн Христос асапӗсене те Унпа пӗрле тӳссе ирттермелле.


Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ.


Иоанн вара Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен, Иисус Христос ҫирӗплетсе калани ҫинчен тата хӑй мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтернӗ.


Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.


Анчах та виҫӗ кун ҫурӑран Турӑ пророксем ӑшне Хӑйӗн чӗрӗлӗх сывлӑшне кӗртрӗ, вара вӗсем урисем ҫине тӑчӗҫ. Ҫакна куракансем хӑраса-чӗтресе ӳкрӗҫ.


Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.


Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ».


Вӗсем хӑйсен пророкла сӑмахне вӗҫлесен, тӗпсӗрлӗхрен тискер кайӑк тухӗ те, вӗсемпе ҫапӑҫса, ҫӗнтерӗ; вӗсене вӗлерӗ.


Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.


Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.


Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса,


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ.


Малтанхи хутӗнчех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫ пулнисем телейлӗ те сӑваплӑ. Иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем, Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулса, Унпа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.


Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.


Ҫӗнтерекене Эпӗ Хампа пӗрле престолӑм ҫине ларма ирӗк парӑп. Эпӗ Хам та, ҫавнашкалах ҫӗнтерсе, Аттемпе пӗрле Унӑн престолӗ ҫине лартӑм.


Престол йӗри-тавра тата тепӗр ҫирӗм тӑватӑ престол, вӗсем ҫинче ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ларать. Хӑйсем шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗсем ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем.


Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм.


«Хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамкисем ҫине пичет лартса палӑртса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сӑтӑр ан тӑвӑр!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ