Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 20:3 - Синодальный НЗ

3 Пин ҫул иртмесӗр те шуйттан халӑхсене илӗртсе ан улталатӑр тесе, ангел ӑна тӗпсӗрлӗхе пӑрахрӗ. Вара питӗрсе илчӗ те пичет лартрӗ. Пин ҫул иртсессӗн ӑна самантлӑха ирӗке кӑлармалла.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 20:3
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.


Вӗсем вара тупӑклӑха хураллама кайнӑ, хупланӑ чулне пичетлесех паллӑ тунӑ, хурал тӑратнӑ.


Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять.


Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.


Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.


Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах.


Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.


Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет.


Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ».


Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.


Унтан эпӗ тӳперен анакан ангела куртӑм. Унӑн аллинче тӗпсӗрлӗх ҫӑраҫҫипе пысӑк сӑнчӑрччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ