Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 20:11 - Синодальный НЗ

11 Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 20:11
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Калатӑп сире: суд кунӗнче Тирпа Сидон хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.


Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.


«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.


Анчах та эсӗ кутӑн, ӳкӗнес теместӗн, ху валли хӑвах ҫилӗ пуҫтаратӑн. Турӑ ҫиллин кунӗнче Унӑн тӳрӗ судне эсӗ курӑн-ха.


Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ.


Анчах та вӗсем, ҫӗнтереймен пирки, тӳпери хӑйсен вырӑнне ҫухатрӗҫ.


Мӗн пур утравсем ҫухалчӗҫ, тусем тӑрса юлмарӗҫ.


Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.


Вӑл хайхи аҫтахана, авалхи ҫӗлене, ярса илчӗ те пин ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартрӗ, ҫак ҫӗлен – шуйттан, сатана.


Унтан эпӗ ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре куртӑм, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи тӳпепе ҫӗр те, тинӗс те ҫукчӗ ӗнтӗ.


Вара престол ҫинче Ларакан: «Акӑ, пӗтӗмпех ҫӗнни пултаратӑп!» – терӗ. Унтан Вӑл мана: «Ҫак сӑмахсем тӗрӗс те чӑн, ҫавӑнпа та вӗсене ҫырса хур!» – терӗ.


Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур.


Тӗрке пек чӗркенсе, тӳпе ҫухалчӗ, тусемпе утравсем пурте хӑйсен вырӑнӗнчен тапранса куҫрӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ