Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 20:10 - Синодальный НЗ

10 Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 20:10
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!


Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».


«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем.


Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест.


Ҫавӑн чухне эпӗ пӑхрӑм та аҫтаха ҫӑварӗнчен, тискер кайӑк ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ усал сывлӑш тухнине куртӑм.


Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.


Акӑ вӗсем, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх тухса, сӑваплисем тӑракан вырӑна, Турӑ юратакан хулана, ҫавӑрса илчӗҫ.


Мана курӑнура лашасемпе юланутҫӑсем акӑ еплерех курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫинче вут пек хӗрлӗ, гиацинт пек кӑвак, кӳкӗрт пек сарӑ ҫар тумтирӗ. Лашисен пуҫӗсем арӑслан пуҫӗ пек, ҫӑварӗсенчен вутпа тӗтӗм тата кӳкӗрт чашласа тухать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ