9 Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.
Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ.