8 «Смирна чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнӗскер, акӑ, Чӗрӗскер, ҫапла калать, те:
Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.
– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».
«Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».
«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те:
Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, Малтанхи тата Кайранхи».