Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.
Анчах та Манӑн сана кӑштах асӑрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патӑнта, хӑшӗ-пӗрисем Валаам вӗрентӗвне тытса пыраҫҫӗ. Ҫавскер Валака Израиль ҫыннисене илӗртсе улталама вӗрентрӗ, ҫавӑнпа вӗсем чӳк ҫимӗҫне ҫиеҫҫӗ, аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ.