23 Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.
Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсем умӗнче хӑвӑра тӳрӗ пек кӑтартатӑр, анчах сирӗн чӗрӗре Турӑ пӗлет. Мӗншӗн тесен ҫынсем хушшинче чаплӑ пекки Турӑ умӗнче ирсӗр.
Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.
«Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус.
«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ.
Ҫапла вара, пирӗнтен кашниех харпӑр хӑйшӗн Турӑ умӗнче явап тытӗ.
Чӗремӗрсене тӗрӗслекен Турӑ вара Сывлӑш мӗн каласса пӗлет. Мӗншӗн тесен Сывлӑш, Турӑ ирӗкӗпе, ӗненекенсен хутне кӗрет.
Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.
Кашнин хӑйӗн ҫӗклемӗ.
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.
Ҫын кам пулнине кура мар, ӗҫне кура Хаклакана Атте тетӗр пулсан, хӑвӑршӑн ют тӗнчере Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса пурӑнӑр.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене иккӗмӗш вилӗм сӑтӑр тӑваймӗ“».
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».
Вара эпӗ вилнисем, аслисемпе кӗҫӗннисем те, Турӑ умӗнче тӑнине куртӑм. Ҫавӑнтах уҫса хунӑ кӗнекесем пурччӗ. Пурӑнӑҫ кӗнеки те уҫӑччӗ. Вара вилнисене кӗнекесенче ҫырнине кура, кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫне кура, суд турӗҫ.
Тинӗс хӑй ӑшӗнчи вилнисене пачӗ, вилӗмпе тамӑк та вилнисене пачӗҫ, кашнинех ӗҫӗсене кура суд турӗҫ.
«Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех.
Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.