Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 2:2 - Синодальный НЗ

2 Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 2:2
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ун чухне Эпӗ вӗсене калӑп: „Эй, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем! Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен, кайӑр Ман патӑмран!“»


Хӑй мӗн тӑвассине пӗлнӗ пулин те, ҫакна Вӑл Филипа тӗрӗслесе пӑхас тесе каланӑ.


Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур.


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр.


Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр.


Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».


Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.


Ҫапла вара, ху еплерех чун ҫӳллӗшӗнчен ӳкнине аса ил те ӳкӗн, малтанхиллех ӗҫлесе пурӑн. Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫутаткӑҫна вырӑнӗнчен хускатӑп.


Ҫапах та николаитсен ӗҫне-хӗлне эсӗ Манашкалах курайманнишӗн сана ырламалла.


Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.


«Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.


„Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Эсӗ сивӗ те мар, вӗри те мар. Ах, эсӗ сивӗ е вӗри пулинччӗ!


„Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ