12 «Пергам чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: „Икӗ енӗ те ҫивӗч Хӗҫли ҫапла калать, те:
Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.
– Хӑвна мӗн курӑннине йӑлтах кӗнекелесе ҫыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнӑна та, Пергама та, Фиатирӑна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».
Сылтӑм аллине Вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытнӑччӗ, ҫӑварӗнчен ик енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ-пичӗ вара Унӑн хӗртсе пӑхакан хӗвелччӗ.
Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.
Ыттисен вара, вӗсен ҫарӗнчисен, ут ҫинче Лараканӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчи хӗҫпе пӗтмелле пулчӗ. Мӗн пур вӗҫен кайӑк вӗсен виллисене тӑраничченех сӑхрӗ.
«Ефес чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: „Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр Тытса тӑракан, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ хушшинче Ҫӳрекен ҫапла калать, те:
Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп.