8 Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет».
Ҫавӑнта вара вӗсен умӗнчех Унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ: сӑнӗ хӗвел пек ялтӑраса кайнӑ, тумтирӗ чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ.
„Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен.
Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть.
Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ.
Ун вырӑнне, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненсе, хӳтлӗх тумне тӑхӑнар. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесен, ӳт-пӳшӗн виҫине пӗлсе тӑрӑшар.
Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр,
Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!»
Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
Тӳпери йышлӑ ҫар ун хыҫҫӑн шурӑ утсем ҫинче пырать, хӑйсем таса та шурӑ виссон тумланнӑ.
Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.