Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха.
Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!