3 «Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!»
Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.
Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.
Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!»
Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх сасси пек вӑйлӑ сасӑсем илтрӗм. «Аллилуия! – тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. – Ҫӑлӑнӑҫпа мухтав та, чыспала хӑват та пирӗн Хуҫамӑрта.
Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.