16 Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.
„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.
Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн пӗртен-пӗр, хӑватлӑ, ырӑлӑхлӑ патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи тӗнчене Христоса ярӗ.
Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».