1 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх сасси пек вӑйлӑ сасӑсем илтрӗм. «Аллилуия! – тесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем. – Ҫӑлӑнӑҫпа мухтав та, чыспала хӑват та пирӗн Хуҫамӑрта.
Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.
Унтан эпӗ тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Ӗнтӗ Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ. Мӗншӗн тесен ӗненекен тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑра кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне ҫапса антарчӗҫ.
Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!