9 Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ.
Ҫамрӑккисене вара чиркӳри тӑлӑх арӑмсен шутне ан кӗрт. Мӗншӗн тесен Христоса чунтан парӑнас вырӑнне вӗсем ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн каяҫҫӗ, качча тухас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ.
Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.
Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ».
Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!»
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, унӑн пысӑк пуянлӑхӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуйса кайрӗҫ».
Вӑл мӗн чухлӗ чаплӑланчӗ, пуянлӑхӗпе мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр. Мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах хӑй ӑшӗнче: „Эп патшара ларатӑп, эп тӑлӑх арӑм мар, нихҫан та хурлӑх курмӑп“, – тет.
«Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!»
Акӑ, Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн вырӑнпах выртмалла тӑвӑп. Унпа пӗрле ҫылӑха кӗрсе пурӑннисем ҫине вара, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмесен, пысӑк хуйхӑ ярӑп.