Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 18:8 - Синодальный НЗ

8 Ҫавӑнпа та пӗр кун хушшинчех ун ҫине тӗрлӗ инкек-синкек – вилӗм, хуйхӑ, выҫлӑх – йӑтӑнса анӗ. Ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тӑвакан Хуҫа Турӑ хӑватлӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 18:8
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хуҫа Туррӑмӑра пирӗн кӗвӗҫтерсе тарӑхтарас килет-ши? Эпир Унран вӑйлӑрах-им вара?


Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр.


Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ.


Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».


Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах ҫав тӗрлӗ пуянлӑху пӗтмелле пулчӗ! Карап капитанӗсем, караппа ҫӳрекенсем, моряксем, тинӗс ӗҫченӗсем – пурте карапӗсемпе хуларан аякра чарӑнса тӑчӗҫ.


Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!»


«Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ