4 Тата эпӗ тӳперен урӑх сасӑ илтрӗм. «Эй, халӑхӑм! – терӗ ҫав сасӑ. – Ҫак хулан ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене хутшӑнмалла ан пултӑр тесен, ун ҫине янӑ инкеке тӳсмелле ан пултӑр тесен, унтан тухса кай!
„Эпир мӑн асаттесен саманинче пурӑннӑ пулсан вӗсем пророксен юнне юхтарнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр“, – тетӗр эсир.
«Ҫавӑнпа та вӗсем хушшинчен тухса кайӑр, уйӑрӑлӑр, – тет Хуҫа Турӑ. – Таса маррине ан сӗртӗнӗр, вара Эпӗ сире хапӑл туса йышӑнӑп».
Алӑ хумалли йӑлана та васкаса ан ту, пӗлнӗ-пӗлмен ҫынна чиркӳре ӗҫлекен туса, унӑн ҫылӑхӗсене ан хутшӑн. Чун тасалӑхне упра.
Мӗншӗн тесен унашкал ҫынна хапӑл туни унӑн усал ӗҫне хутшӑнниех пулать.