23 Кунта текех ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑ сасси те янӑрамӗ. Сан купсусем ҫӗр ҫинче чаплӑран та чаплӑ хуҫасемччӗ, санӑн асамлӑхупа мӗн пур халӑх улталаннӑччӗ.
– Кунта текех кӗсле калани те, юрлани те, шӑхлич калани те, труба сасси те илтӗнмӗ. Кунта текех ӑстасем те, ал ӗҫӗ тӑвакансем те пулмӗҫ. Кунта текех ал арманӗ сасси те илтӗнмӗ.
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».
Ҫӗр ҫинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, ҫар пуҫӗсем те, хуҫасем те, ытти мӗн пур чурасемпе ирӗклисем те ту хӑвӑлӗсемпе хушӑкӗсене пытанса пӗтрӗҫ.