22 – Кунта текех кӗсле калани те, юрлани те, шӑхлич калани те, труба сасси те илтӗнмӗ. Кунта текех ӑстасем те, ал ӗҫӗ тӑвакансем те пулмӗҫ. Кунта текех ал арманӗ сасси те илтӗнмӗ.
Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ.