18 Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!»
Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.
Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ.
ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Эсӗ виссонпа порфира, хӗрлӗ хӑмач тумтир тӑхӑнаттӑн, ылтӑнпа тата хаклӑ йышши чулсемпе, ӗнчӗпе капӑрланаттӑн!