13 корицӑпа фимиам, мирӑпа ладан, хӗрлӗ эрехпе олив ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑхсем, лашасемпе кӳмеллӗ урапасем, чурасем – никама та кирлӗ пулмӗҫ.
ясаррисем валли, арҫынпа асакан арҫынсем валли, чура сутуҫисем валли, элекҫӗсем, выльӑхпа асакан арҫынсем валли, суеҫӗсем, тупа тунине пӑсакансем валли, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫлекен мӗн пур ҫын валли.
Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.
Ӗнтӗ санӑн кӑмӑлланӑ ҫимӗҫӳсем те ҫук, пуянлӑхупа чаплӑ капӑрлӑху та пӗтрӗ, вӗсене эсӗ тек нихӑҫан та каялла тавӑраймӑн.
Ҫак тӗрлӗ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, ӳлесе те татӑлса йӗрсе,