11 Вара хӑйсен таварӗсене никам та илекен пулманран ҫӗр ҫинчи купсасем те ӳлесе, татӑлса йӗрӗҫ.
Чӗнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ – хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ.
Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!»
Сире ултавлӑ сӑмахпа ҫавӑрса вӗсем пуяс кӑмӑлне тултарӗҫ. Анчах та вӗсене айӑплав хунӑ та ӗнтӗ, вӗсем пӗтесси инҫе мар.
Ҫак тӗрлӗ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, ӳлесе те татӑлса йӗрсе,
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Кунта текех ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑ сасси те янӑрамӗ. Сан купсусем ҫӗр ҫинче чаплӑран та чаплӑ хуҫасемччӗ, санӑн асамлӑхупа мӗн пур халӑх улталаннӑччӗ.
Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, унӑн пысӑк пуянлӑхӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуйса кайрӗҫ».
Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ.