Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 18:10 - Синодальный НЗ

10 Унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, вӗсем ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Эй, тӗреклӗ Вавилон хули! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Пӗр самантрах санӑн судпала айӑпланмалла пулчӗ“.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 18:10
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара вӗсен виллисем аслӑ хула урамӗнче выртӗҫ. Вӑл хулана ытарлӑн Содом теҫҫӗ, Египет теҫҫӗ; Хуҫамӑра ҫавӑнта пӑталанӑ.


Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел.


Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ.


Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ.


Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!»


Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!»


Унтан пӗр хӑватлӑ ангел арман чулӗ пек чул илчӗ те ӑна тинӗсе ывӑтрӗ. «Аслӑ Вавилон хулин те ҫакнашкалах пӗтмелле пулӗ, унӑн ҫӗр питӗнчен ҫухалмалла, – терӗ вӑл.


Ҫавӑнпа та пӗр кун хушшинчех ун ҫине тӗрлӗ инкек-синкек – вилӗм, хуйхӑ, выҫлӑх – йӑтӑнса анӗ. Ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ, мӗншӗн тесен ӑна суд тӑвакан Хуҫа Турӑ хӑватлӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ