9 Ҫакна ӑнланма ӑслӑлӑх кирлӗ. Тискер кайӑкӑн ҫичӗ пуҫӗ хӗрарӑм ларакан ҫичӗ сӑрта
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, –
Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ.
Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑсӗ пур, вӑл тискер кайӑк ятне палӑртакан хисепе хӑех тавҫӑрса илтӗр. Ҫав хисеп – этемле хисепех: улт ҫӗр утмӑл улттӑ.
Эсӗ курнӑ хӗрарӑм вара ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланакан аслӑ хулана пӗлтерет».
Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.
«Эсӗ мӗншӗн тӗлӗнетӗн? – тесе ыйтрӗ манран ангел. – Эпӗ сана ҫак хӗрарӑм тата вӑл утланнӑ ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парӑп.