13 Вунӑ патшин те пӗр шухӑш. Вӗсем хӑйсен вӑй-хӑватне, влаҫне тискер кайӑка парас теҫҫӗ.
Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ.
Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.
Эппин, пӗрешкел ӗмӗтлӗ, пӗрешкел юратуллӑ, пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ пулса мана татах савӑнтарӑр.
Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла.