12 Эсӗ курнӑ вунӑ мӑйрака вунӑ патшана пӗлтерет. Хальлӗхе вӗсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайӑкпа пӗрле вӗсем пӗр самантлӑх влаҫра пулса курӗҫ.
«Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.
Унтан тӳпере тепӗр паллӑ курӑнчӗ: ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ, ҫичӗ пуҫ кӑшӑллӗ пысӑк та хӗрлӗ аҫтаха.
Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ.
Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ.
Унӑн асапӗсенчен хӑранипе аякра тӑрса, вӗсем ҫапла калӗҫ: „Эй, аслӑ хула! Эй, тӗреклӗ Вавилон хули! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Пӗр самантрах санӑн судпала айӑпланмалла пулчӗ“.
Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах ҫав тӗрлӗ пуянлӑху пӗтмелле пулчӗ! Карап капитанӗсем, караппа ҫӳрекенсем, моряксем, тинӗс ӗҫченӗсем – пурте карапӗсемпе хуларан аякра чарӑнса тӑчӗҫ.
Хӑйсем хулашӑн хурланнине палӑртса, ӳлесе йӗре-йӗре вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Эй, аслӑ хула! Хуйхӑ ҫитрӗ сана, пысӑк хуйхӑ! Караплӑ ҫынсем сан мулна пула пуйнӑччӗ. Акӑ ӗнтӗ, пӗр самантрах эсӗ ҫука юлтӑн!»