Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 17:10 - Синодальный НЗ

10 тата ҫичӗ патшана пӗлтерет. Ҫиччӗшӗнчен пиллӗкӗшӗ пӗтнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах патшара ларать, юлашки вара ҫӗр ҫине килмен-ха. Анчах та вӑл, килсессӗн те, нумайлӑха тытӑнса тӑраймӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 17:10
6 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.


Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн.


Пӑхрӑм та, унӑн пуҫӗсенчен пӗри вилмеллех аманнӑ пек курӑнчӗ, анчах та ҫав вилмеллех суран тӳрленчӗ. Тискер кайӑка курнипе пӗтӗм тӗнче тӗлӗнчӗ. Вара пурте тискер кайӑка вӑй-хӑват панӑ аҫтахана пуҫҫапрӗҫ. Унтан тискер кайӑка ҫапла каласа пуҫҫапрӗҫ: «Ҫак тискер кайӑк пекки урӑх пур-и? Кам унпа ҫапӑҫма пултарайӗ?»


Тахҫан чӗрӗ пулнӑ, халӗ вилӗ тискер кайӑк ҫичӗ патшаран пӗрне, саккӑрмӗшне пӗлтерет. Вӑл та тӗп пулӗ.


Эсӗ курнӑ тискер кайӑкӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, ӑна ҫаратса ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ, ӑна ҫийӗҫ, вутра ҫунтарӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ