6 Сӑваплисемпе пророкусен юнне юхтарнӑшӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ те».
Мӗншӗн тесен эсир ҫынсене мӗнле айӑплатӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ. Эсир ҫынсене мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
Пӗлмесӗр айӑпа кӗнӗ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумайрах ыйтӗҫ. Кама нумай шанса панӑ, унран тата ытларах шыраса илӗҫ».
Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!
Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!»
Тыткӑна илсе каякана хӑйне тыткӑна илсе кайӗҫ; хӗҫпе вӗлерекене хӑйне хӗҫпе вӗлерӗҫ. Ҫав саманара сӑваплисен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп ӗненӳллӗ пулмалла.
Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ.
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Анчах та ҫак хула ҫылӑхӗсене пула сӑваплисемпе пророксен, ҫӗр ҫинче вӗлернисен пурин те – юнӗ юхнӑ!»
Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ».