4 Виҫҫӗмӗш ангел хӑй куркине юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсем ҫине тӑкрӗ, вара вӗсем те юн пулса тӑчӗҫ.
Хӑйсем пророкла калаҫнӑ чухне, ҫӗр ҫине ҫӑвакан ҫумӑра чармашкӑн, вӗсем тӳпене хупма та пултараҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, вӗсем юхан шывсене юн тума, ҫӗр ҫине тем тӗрлӗ чир-чӗр яма та пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫавнашкал ирӗк панӑ.
Вара вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтӑр, мӗншӗн тесен Унӑн суд тумалли вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Тӳпене, ҫӗре, тинӗсе тата ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр!»
Унтан эпӗ шыв ангелӗ ҫапла каланине илтрӗм: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ пур, яланах пулнӑ. Эсӗ тӗрӗслӗхлӗ те таса, мӗншӗн тесен ҫапла суд турӑн.