3 Иккӗмӗш ангелӗ хӑй куркине тинӗсе тӑкрӗ. Ҫав самантрах тинӗс шывӗ вилнӗ ҫын юнӗ евӗрлӗ пулса тӑчӗ. Тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун вилсе пӗтрӗ.
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
Аллинче унӑн пысӑках мар, уҫӑ ҫыру тӗркемӗччӗ. Сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахаййипе – ҫӗр ҫине,
Хӑйсем пророкла калаҫнӑ чухне, ҫӗр ҫине ҫӑвакан ҫумӑра чармашкӑн, вӗсем тӳпене хупма та пултараҫҫӗ. Кӑмӑлӗсем пулсан, вӗсем юхан шывсене юн тума, ҫӗр ҫине тем тӗрлӗ чир-чӗр яма та пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫавнашкал ирӗк панӑ.
Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ тинӗсрен тухакан ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑка куртӑм. Мӑйракисем ҫинче унӑн вунӑ пуҫ кӑшӑлӗччӗ, кашни пуҫӗ ҫинех Турра хурлакан пӗрер ят ҫырнӑ.