Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 16:2 - Синодальный НЗ

2 Пӗрремӗш ангелӗ кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнарне пуҫҫапакан ҫынсен ӳчӗ пӳрлӗ, хӑрушӑ та йӗрӗнмелле суранпа витӗнчӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 16:2
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та ҫав самантрах Турра мухтав сӑмахӗ каламаншӑн Ирода Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вар-хырӑм чирӗпе хутлатса лартнӑ. Унӑн ӑш-чиккине хурт ҫисе янӑ, вӑл вилнӗ.


Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн.


Вара пӗлӗт ҫинче лараканӗ ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те ҫӗр ҫинчи тыр-пула вырса илчӗ.


Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать,


Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр».


Анчах та, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнес вырӑнне, вӗсем инкек-асапӗсемшӗн Ҫӳлти Турра хурларӗҫ.


Пӗрремӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫӗр ҫине юнпа хутӑш вутлӑ пӑр ҫума пуҫларӗ. Вара ҫӗр ҫинчи йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса кайрӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ