Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 16:18 - Синодальный НЗ

18 Вара ҫиҫӗмсем ялтӑртатма пуҫларӗҫ, аслати кӗрлесе авӑтрӗ. Ҫав тери вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ. Кунашкалли этем ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 16:18
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли халиччен тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.


Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ.


Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.


Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ.


Путек улттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, ҫакна куртӑм: питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юнланнӑ пек хӗрелчӗ.


Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ