16 Вара патшасене пӗр ҫӗре, еврейла Армагеддон текен вырӑна, пухрӗҫ.
Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнӑ, хӑй суд тумалли вырӑна ларнӑ. Чултан купаланӑ ҫак ҫӳллӗ вырӑна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теҫҫӗ.
Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.
Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ.
Эпир пурте ҫӗре ӳкрӗмӗр. Вара мана еврейла калаҫакан сасӑ илтӗнчӗ. „Эй, Савл, Савл, – терӗ ҫав сасӑ, – эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ“.
Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».
Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.