Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турӑ Патшалӑхӗнче пулнине, хӑвӑра вара тулашне хӑваласа кӑларнине курӑр. Унта шӑл шатӑртаттарса йӗни илтӗнсе тӑрӗ.
Унтан пӗр хӑватлӑ ангел арман чулӗ пек чул илчӗ те ӑна тинӗсе ывӑтрӗ. «Аслӑ Вавилон хулин те ҫакнашкалах пӗтмелле пулӗ, унӑн ҫӗр питӗнчен ҫухалмалла, – терӗ вӑл.
Кунта текех ҫутаткӑҫ та ҫунмӗ, хӗрпе каччӑ сасси те янӑрамӗ. Сан купсусем ҫӗр ҫинче чаплӑран та чаплӑ хуҫасемччӗ, санӑн асамлӑхупа мӗн пур халӑх улталаннӑччӗ.
Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.