1 Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр».
Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.
Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!»
Тата тепӗр ангелӗ, вутпа пуҫ пулма ирӗк илнӗскер, парне вырӑнӗ патӗнчен пычӗ. Вара вӑл ҫивӗч ҫурлаллӑ ангела хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «Ҫивӗч ҫурлуна ил те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли сапакисене кас, мӗншӗн тесен иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитнӗ!»
Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла.
Ҫиччӗмӗш ангел хӑй куркине сывлӑша тӑкрӗ. Ҫав самантрах тӳпери Турӑ Ҫурчӗн престолӗ патӗнчен: «Мӗн пулмалли пулчӗ!» – текен вӑйлӑ сасӑ илтӗнчӗ.