6 Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
Ҫутаткӑҫсем хушшинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ. Хӑй вӑрӑм тум тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ.
Унтан тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ те пӗлӗт ҫинче ларакана вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Ҫурлуна ил те вырмашкӑн пуҫла, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче тыр-пул пулса ҫитнӗ!»
Кайран тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫурлаллӑ урӑх ангел тухрӗ, унӑн та ҫурли ҫивӗччӗ.
Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла.
Ӑна таса та шурӑ виссон тӑхӑнтартрӗҫ. Виссон тумтир вара сӑваплисен тӳрӗлӗхне пӗлтерет».