Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 15:3 - Синодальный НЗ

3 Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 15:3
49 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.


Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.


Моисейӑн Турӑ малашне мӗн пӗлтерессине каласа ҫирӗплетмелле пулнӑ, вӑл Турӑ кил-ҫуртӗнче пур енчен те шанчӑклӑ тарҫӑ пулнӑ.


«Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ, – тет Хуҫамӑр. – Эпӗ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тӑракан».


Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр.


Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.


Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел вӗҫсе иртрӗ. «Аслӑ хула Вавилон тӗп пулчӗ, тӗп пулчӗ! Мӗншӗн тесен ҫав хула хӑй аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне мӗн пур халӑхсене ӗҫтерчӗ!» – терӗ ҫав ангел.


Вӗсем Путекпе ҫапӑҫӗҫ, анчах та Путек вӗсене ҫӗнтерӗ. Мӗншӗн тесен Вӑл – хуҫасенӗн Хуҫи, патшасенӗн Патши. Унпа пӗрле вара – Хӑй чӗнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем».


Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.


Мӗншӗн тесен Унӑн сучӗ тӳрӗлӗхлӗ те чӑн. Ҫав виҫесӗр аскӑнчӑка, пӗтӗм ҫӗре астарса яракана, Турӑ суд туса айӑпларӗ, Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрчӗ».


Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ