Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 15:1 - Синодальный НЗ

1 Унтан эпӗ тӳпере хӑватлӑ та тӗлӗнмелле тепӗр паллӑ асӑрхарӑм: унта юлашки ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел курӑнчӗҫ. Ҫав юлашки инкексемпе Турӑ ҫилли иртсе каймалла.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 15:1
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

унтан арӑслан сасси пек вӑйлӑ саслӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассине хирӗҫ ҫичӗ аслати сасӑ пачӗ.


Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ. Анчах та, акӑ, виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.


ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.


Хайхи ангел ҫурлипе ҫӗр ҫийӗн сулса ячӗ те иҫӗм ҫырлине касса пуҫтарса илчӗ. Вара ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне пӑрахрӗ.


Унтан эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче вӑйлӑ сасӑ янӑраса кайнине илтрӗм. «Кайӑр та, – терӗ ҫав сасӑ ҫичӗ ангела, – Турӑ ҫиллин ҫичӗ куркине ҫӗр ҫине тӑкӑр».


Унтан ҫичӗ куркаллӑ ҫичӗ ангелтан пӗри ман патӑма пычӗ те ҫапла каларӗ: «Курсам, эпӗ сана нумай юхан шыв ҫинче ларакан аскӑнран та аскӑн хӗрарӑма епле суд тунине кӑтартӑп».


Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.


Унтан ман патӑма юлашки ҫичӗ инкекпе тултарнӑ ҫичӗ куркаллӑ ангелсенчен пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: «Кил, эпӗ сана Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне, ҫамрӑк арӑмне, кӑтартатӑп».


Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.


Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангела куртӑм.


Вара ҫичӗ трубаллӑ ҫичӗ ангел трубисене кӑшкӑртма хатӗрленчӗҫ.


Ҫак виҫӗ инкекпе вилмесӗр юлнисем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем усал сывлӑшсене тата ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, чул, йывӑҫ кӗлеткесене – курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене – пурпӗрех пуҫҫапма пӑрахас темерӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ