6 Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.
Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр.
Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.
Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
Хуҫамӑр сӑмахӗ кӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать». Ҫав сӑмаха – Турӑ сӑмахне – сире ӳкӗтлесе вӗрентнӗ те ӗнтӗ.
«Санӑн тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсемпе ӑрусем ҫинчен, патшасем ҫинчен пророкла каласа татах пӗлтермелле пулӗ», – терӗ вара мана ангел.
– Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртма хатӗрленсен, кӑшкӑртса ярсан, Туррӑн вӑрттӑнлӑхӗ пулса ҫитӗ. Ун ҫинчен Вӑл Хӑйӗн чурисене, пророксене, малтанах пӗлтернӗ».
Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ.
Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ангела куртӑм. Вӑл вӑйлӑ саслӑн: «Юлашки виҫӗ ангел кӑшкӑртма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсен трубисен сассисене илтсессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ пулӗ, хуйхӑ, хуйхӑ!» – терӗ.