Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Апокалипсис 14:11 - Синодальный НЗ

11 Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Апокалипсис 14:11
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эй, эсир, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире канлӗх парӑп.


Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!


Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».


Ывӑлӗ пирки вара ҫапла каланӑ: «Эй, Турӑҫӑм, Санӑн престолу ӗмӗрлӗх, Хӑвӑн патшалӑхун тытӑмӗн палли – патша туйи – тӗрӗслӗхлӗ.


Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.


Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн.


Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ.


Камӑн ҫак ҫыру палли ҫук, вӑл сутма та, илме те пултараймасть. Ҫыру паллинче тискер кайӑкӑн ятне е ҫав ята палӑртакан хисепе ҫырнӑ.


Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать,


Пушар тӗтӗмне курсассӑн вара вӗсем кӑшкӑрса ячӗҫ: «Ҫак аслӑ хулапа танлашма пултараканни урӑх пур-и?!»


Ҫӗр ҫинчи патшасем, унпа асса та иртӗхсе пурӑннӑскерсем, унӑн пушарӗн тӗтӗмне курсассӑн, уншӑн ӳлесе те татӑлса йӗрӗҫ.


«Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!»


Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.


Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.


«Аминь! Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗхпе мухтав, ӑслӑлӑхпа тав, чыс та, вӑй-хӑват та, тӗреклӗх те пултӑр! Аминь», – терӗҫ вӗсем.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ