1 Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑнине куртӑм. Унпа пӗрле тата ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынччӗ. Вӗсен ҫамкисем ҫинче Унӑн Ашшӗн ячӗччӗ.
«Калатӑп сире: кам та кам халӑх умӗнче Мана ӗненнине пӗлтерет, Этем Ывӑлӗ те Туррӑн ангелӗсем умӗнче ҫав ҫын ҫинчен пӗлтерӗ.
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Акӑ, эпӗ Сионра такӑнтарса ӳкерекен чул хуратӑп, вара ӗненменнисем такӑнса ӳкӗҫ. Анчах та Ӑна ӗненекен кирек кам та намӑса юлмӗ».
Вара эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, шурӑ пӗлӗт куртӑм. Пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер ларать; пуҫӗ ҫинче – ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ, аллинче – ҫивӗч ҫурла.
Престолпа тӑватӑ чӗр чун умӗнче, ватӑсем умӗнче ҫав ҫынсем ҫӗнӗ юрӑ пек юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ тыткӑнӗнчен тӳлесе илнӗ ҫав ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне никам та ку юрра юрлама пултараймарӗ.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпере Турӑ Ҫурчӗ – Таса кӗлӗ чатӑрӗ – уҫӑлнине куртӑм.
Вара вӗсем Унӑн сӑнне курӗҫ, ҫамкисем ҫинче Унӑн ячӗ пулӗ.
Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.
Унтан эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, тӳпенелле уҫӑлнӑ алӑк куртӑм. Вара хампа маларах калаҫнӑ труба сасси пек сасӑ каллех манпа калаҫа пуҫларӗ. «Кунта хӑпар, эпӗ сана малашне мӗн пулассине кӑтартӑп», – терӗ вӑл.
Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.